Ӗнер каҫхи 6 сехет ҫурӑра Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗ ҫывӑхӗнче AGROS 530 маркӑллӑ комбайн ҫунса кайнӑ. Вӑл 2008 ҫулта туса кӑларнӑскер пулнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Шел те, комбайн тӗппипех ҫунса кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, техника электрохатӗр тӗрӗс ӗҫлеменнине пула ҫунма пуҫланӑ.
Ӗнер каҫхине, 21 сехетсенче, Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 73-мӗш ҫуртри 5 пӳлӗмлӗ хваттерӗн балконӗ ҫунма тытӑннӑ. Ҫакна иртен-ҫӳрен видео ӳкернӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 3 тӑваткал метр ҫинче алхасакан ҫулӑма кил хуҫи хӑйех сӳнтерме пултарнӑ. Анчах хӑй пиҫсе кайнӑ: кӗлетки, ури, алли сиенленнӗ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗнче те пушар пулнӑ. Унта ҫулӑм пӗр ҫурта сиенлетнӗ.
Чӑваш Енри коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсем асӑннӑ отрасль объекчӗсене хӗле хатӗрлессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ӗнерхи кун тӗлне илсен, ӗҫе 59,9 процент чухлӗ пурнӑҫланӑ.
Ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ енчен Йӗпреҫ (29,0%), Сӗнтӗрвӑрри (31,4%), Ҫӗмӗрле (32,5%) тата Ҫӗрпӳ (34,6%) районӗсем юлса пыраҫҫӗ.
Коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене хӗле хатӗрлессипе Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Шӑмӑршӑ, Тӑвай районӗсем тата Улатӑр хули малта. Вӗсенче палӑртнӑ ӗҫ калӑпӑшӗн 70 процентне пурнӑҫланӑ.
Республикӑн халӑх пултарулӑх центрӗ Канаш районӗнчи Культура ҫуртӗнче ҫамрӑксем валли «Вечерка вместо дискотеки» программа ирттернӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ку вӑл Пӗрлехи фольклор кунӗ тенине пӗлтерет. Мероприяти тӗллевӗ — чӑваш йӑли-йӗркине ҫӗнӗ технологисем урлӑ ҫамрӑксем хушшинче сарасси.
Мероприятие 12 юрӑпа ташӑ коллективӗ хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ йӑла-йӗркене кӑтартса панӑ: «Утӑҫи», «Салтака ӑсатни», «Тӑла тӳни», «Кӑшарни», «Улах», «Йӗтес чӗртни», «Ача чӑкӑчӗ», «Мӑнкун», «Ниме», «Туй», «Ҫӑнӑхта».
Пӗрлехи фольклор кунне Элӗк районӗнчи «Валинкке», Патӑрьел районӗнчи «Ҫӑлкуҫ», Йӗпреҫ районӗнчи «Эревет», Канаш районӗнчи «Татмӑш ен», Комсомольски районӗнчи «Шурӑмпуҫ», Красноармейски районӗнчи «Трак ен», Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Шокӑль», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Сӗнтӗр», Муркаш районӗнчи «Екрем», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ямаш», Шупашкар районӗнчи «Шордан», Шӑмӑршӑ районӗнчи «Аххаяс» коллективсем хутшӑннӑ.
Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан 55 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вӑл ялти икӗ ҫынпа вӑрҫӑнса кайнӑ. Хайхискер вӗсене вӗлерме шутланӑ. Каҫхине ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та вӗсем патне кайма тухнӑ. Лешсем ҫав вӑхӑтра чарӑнуран инҫех мар ларнӑ.
Арҫын вӗсем патне пырса иккӗшне те мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Арҫын чӗрех юлнӑ, вӑл тарма пултарнӑ, кӳршисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем вара часрах медпулӑшу чӗннӗ. Хӗрарӑм вара вилмеллех аманнӑ. Вӑл ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ.
Патӑрьел районӗнчи ваттисемпе сусӑрсен ҫурчӗн заведующийӗ вилнӗ ватӑ ҫыннӑн укҫине кӗсьене чикнӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем тата прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан ҫын ӑна банк карттине упрама панӑ. Ҫав ҫын кайран вилнӗ. Заведующи вара банк картти ҫинче пенси укҫи юлнине пӗлнӗ те банкомата кайса 7 пин те 400 тенкӗ илнӗ.
Следстви вӑхӑтӗнче заведующи айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ.
Палӑртмалла: банк картти ҫинчи укҫана вӑрланӑшӑн 6 ҫул таранах ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.
Ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Чемен ялӗнче "Солярис" велосипедпа пыракан хӗрачана ҫапса хӑварнӑ. Ачан пуҫ мими чӗтреннӗ,сурансем те пулнӑ. Ӑна пульницӑна вырттарнӑ.
Ҫапса хӑваракан водитель ӳсӗр пулнӑ. Вӑл авари вырӑнӗнчен тарнӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем килӗнче тытса чарнӑ.
Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ача шкул ҫумӗнчи уйлӑхран таврӑннӑ. Ӑна ҫавӑн чухне ҫапса хӑварнӑ. Хӗрарӑм авари вырӑнне видео ӳкерсе "Про Города" ярса панӑ. Кун хыҫҫӑн тӳре-шара та "хускалнӑ".
Халӗ уйлӑх смени вӗҫлениччен ачасене шкул автобусӗпех илсе ҫӳреме йышӑннӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче пӗр ҫурт машина алӑкӗ уҫах тӑнӑ. Хуҫи, Чемпӗр облаҫӗнчи арҫын, ӑна хупма маннӑ. Ирхине вара унти барсетка, телефон ҫухалнине асӑрханӑ. Барсеткӑри карточка ҫинче 10 пин тенкӗ пулнӑ.
Кӗҫех карточкӑпа Патӑрьелти лавккара таваршӑн тӳленине тупса палӑртнӑ. Акатуйра ҫав ҫынна тытса чарнӑ. Полицейскисем халӑха уява тӗрӗслесе кӗртнӗ чухне ҫав вӑрра асӑрханӑ.
Ҫакӑ паллӑ пулнӑ: карточкӑна ӑна Тӑрӑн ялӗнче пурӑнакан, унччен те судпа айӑпланнӑ арҫын панӑ. Иккӗшне те тытса чарнӑ. Укҫан пӗр пайӗ пур. Ыттине шыраҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 62 ҫулти арҫын кӳршӗ хӗрачисен тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ. Куншӑн ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 12 ҫул та 2 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен кӳршӗри 13 ҫулти хӗрача тата унӑн 11-ти шӑллӗпе тепӗр хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ. Хайхискер ар органне кӑтартса ачасене унпа ар ҫыхӑнӑвне кӗме пӗрре мар ӳкӗтленӗ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче 50 ҫулти арҫын кил-хуҫалӑхӗнче электросамокат зарядкӑра ларнӑ чухне ҫунса кайнӑ. Каярахпа палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл йӗркеллӗ ӗҫлемен, авариллӗ лару-тӑрура пулнӑ.
Каҫхи 5 сехетре ача-пӑча электросамокачӗ гаражра зарядкӑра ларнӑ. Вӑл ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм гаражӑн шалти отделкине тата электропралука сиенлетнӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта Элкер урамӗнче самокатпа пынӑ ача машина кустӑрми айне лекни пирки пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Еллиев Ефрем Васильевич, чӑваш ҫыравҫи çуралнă. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Зайцев Александр Данилович, журналист, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш Республикин театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗ. | ||
Пулӑм хуш... |